Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, каҫхине, Вӑрнар тӑрӑхӗнче «Форд Мондео» автомобиль рулӗ умӗнче ӳс водитель ларса пыни пирки йӗрке хуралҫисене систерекен пулнӑ.
Асӑннӑ хыпара тӗрӗслеме 22 сехет те 10 минутра «Никольски-Етӗрне-Нурӑс» ҫул ҫине патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн Вӑрнарти пайӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем машинӑна чарӑнма ыйтнине водитель пӑхӑнман. Хирӗҫ килекен ҫулпа пынӑ май йӗрке хуралҫисен машини ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав самантра машинӑра йӗрке хуралҫи те пулнӑ.
Инкек хыҫҫӑн шалти ӗҫсен пайӗн виҫӗ ӗҫченне больницӑна илсе кайнӑ, вӗсенчен пӗрне кайран киле янӑ, иккӗшне больницӑна вырттарнӑ.
«Форд Мондео» автомобиль рулӗ умӗнче Патӑрьелте пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 43 ҫулти арҫын пулнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан Михаил Николаев пӗчченех кун кунласа каҫ ирттерет. 73 ҫулти мучин пӗр куҫӗ курмасть.
Пӗччен пурӑнсан та ватӑ ҫын хӑйне мӗнпе те пулин хавхалантарма тӑрӑшать. Ватӑ ҫын кроссвордсемпе сканвордсем шӗкӗлчеме юратать.
Ун патне килсе тӑракан курман-илтмен мӑнукӗн ҫырӑвӗсем вара ватӑ ҫыншӑн чун уҫҫи.
«Ҫыру ҫӳретекен мӑнук» волонтёр программине «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑлӑх фончӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ фонд ӗҫченӗ Екатерина Чуйкина пӗччен пурӑнакан мучипе ҫыру ҫӳретет.
Асӑннӑ фонд ун пек программӑна ҫӗршывӗпех пурнӑҫа кӗртет. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи мучие Екатерина нумаях пулмасть тӗрлӗ журнал ярса панӑ.
Паян Вӑрнар муниципалӑ округӗнче Кивкассипе Пуканкасси ялӗсен хушшинче апат-ҫимӗҫ тиенӗ Газель аварие лекнӗ. Вӑл ҫулран пӑрӑнса кювета чӑмнӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, грузовик водителӗ тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ. Машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель шар курман. Вырӑна Росгварди, ҪҪХПИ инспекторӗсем ҫитнӗ.
Ака уйӑхӗн 2-12-мӗшӗсенче Мускаври ВДНХра Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин кунӗсем иртӗҫ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗсемпе паллаштарӗ. Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗнчи экспонатсем те пулӗҫ.
Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ хитре калаҫма вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗ. Аудиоткрыткӑна ятарлӑ QR-код урлӑ уҫласа илме май килӗ. «Можно я с тобой» ятпа видеоролик е клип ӳкерме те май туса парӗҫ. Ролик ӳкерӗнес текенсем наци тумне тӑхӑнайӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи «Ҫėнтерӳ ҫулӗ», Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен», Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» хаҫатсем те курава хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енри муниципаллӑ округсенче тӗллевлӗ вӗренме кӗрекенсене унччен уйӑхсерен сахалтан та 500 тенкӗ стипенди тӳленӗ. Халӗ студентсене 3 е 5 пин тенкӗрен ытларах тӳлени пирки «Чӑваш Ен калаҫать» телеграмм-канал пӗлтерет.
Тӗллевлӗ вӗренессипе ҫыхӑннӑ программӑра студентсене пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтересси те пур-мӗн. Ӗҫлеме вырнаҫас текен ҫамрӑксене хальлӗхе Улатӑр, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗсем ҫеҫ ку ҫӑмӑллӑхпа пулӑшма хатӗр. Ҫитес вӑхӑтра пур округӑн та ҫавӑн пек пулӑшмалла.
Тӗллевлӗ вӗренмелли программӑна хутшӑнас кӑмӑллисем валли 2025-2028-мӗш ҫулсенче 891 вырӑн пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 1600 ҫемье ял ипотекипе усӑ курса пӳрт лартнӑ (хӑшӗсем, тен, ахӗррине туяннӑ пулӗ).
Пирӗн республикӑра пурӑнакансем ял ипотекин программипе усӑ курса 3 миллиард тенкӗ ыла укҫа илнӗ.
Программа пирӗн патра 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Россельхозбанкӑн специалисчӗсем сӑнанӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар тата Шупашкар муниципаллӑ округӗсенче пурӑнакансем округӗсенче пурӑнакансем ял ипотекипе ыталах усӑ курнӑ.
Хула ҫумӗнче ҫурт туянакансенчен ытларахӑшӗ — ҫамрӑксем. Вӗсем хулара хваттер туяниччен ялта ҫут-йӗр ҫавӑрма кӑмӑллаҫҫӗ. Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ку вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ кредит панипе ҫеҫ мар, ялта инфраструктура вӑйлӑ аталаннипе те ҫыхӑннӑ. Кӑҫал Чӑваш Енри ял территорийӗсене аталантарма хыснаран 10 млрд тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку цифрӑна республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов асӑнса хӑварнӑ.
Паян Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Авари Нурӑспа Кӳлхӗрри ялӗсен хушшинче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2000 ҫулта ҫуралнӑ водитель «Газельпе» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Фиат» автомобильпе ҫапӑннӑ. «Газель» водителӗ суранӗсене пула вырӑнтах вилнӗ. «Фиат» водительне пульницӑна илсе кайнӑ.
Вӑрнар округӗнчи Ҫӗньял Хапӑс ялӗнче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пӗлтӗр ҫуркунне тума пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ офиса 5 ялти халӑх ҫӳрӗ. Пӗтӗмпе – 1,2 пин ытла ҫын. Унччен кунта кивӗ медпункт кӑна пулнӑ.
Ҫӗнӗ офисра йӑлтах хӑтлӗ. Унта пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн тата ансӑр специалистсен пӳлӗмӗсем, прививка тата физиотерапи тумалли пӳлӗм пур. Кӑнтӑрлахи стационар валли икӗ койка вырнаҫтарнӑ.
Офиса сусӑрсене меллӗ пултӑр тесе тунӑ: пандус, вӗсем валли туалет пур.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм упӑшки ӗҫнипе аптӑрасах ҫитнӗ. Тата вӑл, мӑнтарӑн, хӑйне такам пӑсса панӑ тесе шухӑшласа пурӑннӑ. Кун пек пӑтӑрмахран юмӑҫ хӑтарасса шаннӑ.
Ҫынсене туххӑмрах пулӑшма шантаракан пӗлтерӗве курсан хӗрарӑм хавхаланса кайнӑ. Вӑт ку ҫӑлӑнӑҫ! Пули-пулми ҫынна укҫа кӑларса тыттар та телейлӗ пурӑнма тытӑн!
Самар тӑрӑхӗнчи 24 ҫулти хӗре ӗненсе чӑваш хӗрарӑмӗ 365 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах пурнӑҫӗ ырӑ енне пӗрех улшӑнман. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Юмӑҫ тесе укҫаллӑ пулнӑ хӗр укҫана тавӑрса панӑ, анчах ҫынна улталанӑшӑн ун тӗлӗшпе пӗрех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрнар округӗнчи пӗр ялти хӗрарӑм упӑшкине эрехрен пистерме ӗмӗтленнӗ. Вӑл тӗнче тетелӗнче юмӑҫ шыранӑ. Шӑпах Самар облаҫӗнчи 24 ҫулти хӗрарӑм вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳ тӗлне лекнӗ.
Хайхи «юмӑҫ» темӗн тӗрлӗ йӑла та туса ирттернӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм вара кашнинчех укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе 365 пин тенкӗ тӑкакланӑ вӑл.
Йӗрке хуралҫисем ҫав «юмӑҫа» тупнӑ. Самар облаҫӗнчи хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Анчах ку явап тытасран хӑтармасть ӑна. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна малалла тишкереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |